Чӑваш кӗнеке издательстви Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗрти вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫченсен квалификацие пысӑклатакан институт, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономийӗ чӗннипе регионсем хушшинче иртнӗ «Иван Яковлевӑн педагогика еткерӗ хальхи вӗренӳпе культура аспектӗнче» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш чӗлхи кунне тата чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫи ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ.
Конференцие килнӗ регион тата муниципалитет органӗсен вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем, ертӳҫӗсемпе педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, музей тата культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем валли Чӑваш кӗнеке издательстви курав йӗркеленӗ. Конференцие ҫитнисем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, чӑваш халӑх культурипе хатӗрленӗ вӗренӳпе медодика литературипе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Экспозицире, паллах, Чӑваш кӗнеке издательстви Иван Яковлевӑн пилӗк чӗлхепе кӑларнӑ «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Повествование о чувашах» (Е.
Саха (Якути) Республикин «Бичик» кӗнеке издательстви нумаях пулмасть «Раҫҫей халӑхӗсен юратнӑ юмахӗсем» кӑларнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр халӑхӑн халӑх сӑмахлӑхӗ кӗнӗ. Унта пирӗн халӑхӑмӑрӑн юмахӗсенчен пӗри, тилӗ ҫинчен калаканни кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, юмах кӗнекине кӑларакансене вӗсем темиҫе юмах ярса панӑ. Якутсене чӑваш эрешӗсене тӑхӑнса ташлакан тилӗ уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ.
Пушкӑрт, удмурт, чӑваш, эвенк, вырӑс, дагестан, калмӑк, тутар юмахӗсен пуххине ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Ӑна тӑваткал форматпа кӑларнӑ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче те сутаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча валли ҫӗнӗ кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Вӑл — Арсений Тарасовӑн «Чӑваш кӗпи» кӗнеки.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн алҫырӑвӗ 2013 ҫулта чӑваш чӗлхиллӗ алҫырусен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурс ЧР Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн иртет. Тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине упрассси тата аталантарасси, ӳсекен ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑклантарасси, ҫыравҫӑсене ача-пӑча кӗнеки кӑларма илӗртесси.
Арсений Тарасовӑн ҫӗнӗ кӗнекине пысӑках мар 10 калав кӗнӗ. Тӗп герой — хӑйӗн валли шкул тӗнчине уҫнӑ арҫын ача. Автор кашни калавра арҫын ача пулни-иртнине мӗнле тишкернине, ҫӗнӗлӗх шыранине, ырӑлӑха асӑрханине уҫса кӑтартать. Тӗп сӑнар ырӑпа усал мӗн иккенне ӑнланма тӑрӑшать.
Кӗнекене И.В.Алексеев ӳнерҫӗ илемлетнӗ.
Пуш уйӑхӗн 13–16-мӗшӗсенче Германири Лейпциг хулинче ҫулсерен иртекен «Leipziger Buchmesse» кӗнеке куравне Раҫҫей делегацийӗн йышӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ. Ярмӑрккӑна издательство ертӳҫи Валерий Комиссаров хӑй ҫитсе килнӗ.
Курава чӑвашсем «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии», «Чувашская кухня» кӗнеке-альбомсене, «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» ярӑмпа кӑларнӑ «Чувашская вышивка», «Чувашские вышивки и куклы Т. Шарковой», «Чувашский мир Терентия Дверенина», «Чувашская резьба по дереву», «Чувашское узорное ткачество» тата ытти кӗнекене илсе кайнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫей стенчӗпе пирӗн ҫӗршывӑн Лейпцигри Генконсульствин вице-консулӗ Маргарита Гореликова та паллашнӑ. Чӑвашра кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесене вӑл, сӑмах май, ырӑ сӑмахпа хакланӑ.
Ярмӑркка пынӑ вӑхӑтрах «Вулакан Лейпциг» фестиваль иртнӗ май вулакансемпе 300 ытла автор тӗл пулнӑ. Курава вара 160 пин ытла ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертӳҫин Валерий Комиссаровӑн шучӗпе Германири кӗнеке ярмӑркки чи малтанах — вулама юратакансен, ҫав шутра ҫамрӑксен, уявӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» ярӑмпа черетлӗ кӗнеке пичетленнӗ. Хальхи «Т. Шарковӑн тӗррисемпе пуканисем» ятлӑ.
Асӑннӑ ярӑмпа кӗнекесене пуҫласа 2006 ҫулта пичетлеме тытӑннӑ. Маларах Е.Н. Жачева тӗрӗҫӗ, В.А. Минеева пир тӗртекен, йывӑҫран касса ӑсталакан П.Я. Мазуркин, музыка инструменчӗсен тӗпчевҫи В.С. Чернов, ҫи-пуҫлӑ пуканесен авторӗ Т.П. Дверенин йышши ӑстасем пирки кун ҫути курнӑ.
Хальхи кӗнекен авторӗн Геннадий Иванов-Орковӑн шучӗпе маларах ҫав ярӑмпа пичетленнисенчен уйрӑлсарах тӑрать. Пӗрремӗшӗнчен, унта Татьяна Шаркован кӑларӑмра ӳнерӗн икӗ енне — тӗрре тата пукане ӑсталассине — кӑтартса панӑ. Иккӗмӗшӗнчен, унта чӑваш наци ҫи-пуҫӗн тӗрри мӗне пӗлтернипе паллашма пулать.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ.
Кӗнекере XIX ӗмӗртен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран археологи палӑкӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унччен кун ҫути курман карттӑсем те ҫӗнӗ кӑларӑмра вырӑн тупнӑ иккен. Палӑксен ятне, вӗсем хӑш тӗлтине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене тӗпченин историйӗпе, коллекцисене ӑҫта упрани таранах паллаштарнӑ-мӗн.
Кӗнекене Василий Каховский историка тата археолога асра тытса кӑларнӑ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн тиражӗ — 2 200 экземпляр.
Кӗнекене ӗлӗкхи чул палӑксем ҫинче ҫырнисемпе паллӑ мар авторсен сӑввисенчен пуҫласа паянхи поэзи таранах кӗртнӗ. Пӗтӗмпе унта 284 поэт вырӑн тупнӑ. Ҫавсен хушшинче Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай, Илле Тӑхти, Илле Тукташ, Нестӑр Янкас, Стихван Шавли, Яков Ухсай, Иван Ивник, Петӗр Ялкир, Георгий Ефимов, Николай Теветкел, Геннадий Айхи, Юрий Сементер, Николай Исмуков, Пётр Афанасьев, Петӗр Эйзин, Петӗр Яккусен, Георгий Ирхи тата ыттисем пур.
Валентина Элпин «Пулас кинсем» кӗнеки чылай вулакан аллинче пулнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Виҫӗ пайран тӑракан романа пичетленӗренпе чылай ҫул иртнине (унчченхи 1989 ҫулта тухнӑ) шута илсех пулӗ Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна вулакансем патне тӑваттӑмӑш кӑларӑмпа ҫитерме шутларӗ. Уйрӑмах, ҫыравҫӑ кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнине шута илсен ку хӑйне евӗр парне пулчӗ — ҫыравҫӑшӑн та, кӗнеке вулама кӑмӑллакансемшӗн те.
«Пулас пинсем» кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ чӑваш хӗрӗсем — Талюнапа унӑн тус-тантӑшӗсем — ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен фронта тухса каяҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ хаяр вӑрҫӑ вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пиҫӗхтерсе ҫирӗплетет, халӑх ирӗклӗхӗшӗн, юратнӑ ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑварассишӗн темӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттереҫҫӗ вӗсем. Хаяр ҫапӑҫусенчен киле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ хӗрсем мирлӗ ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Тӑнӑҫ пурнӑҫра та ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекене лавккасенче туянма май пур. 1989 ҫулхи кӑларӑмпа вара пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ — Иван Тенюшевӑн «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем».
Сахал мар ӗҫленӗ Иван Яковлевич хӑй вӑхӑтӗнче — халӑх хушшинче 40 ҫул тӗрлӗ юмах-халап пухса ҫӳренӗ. Ку кӑларӑма шӑп та лӑп вӗсем кӗнӗ те ӗнтӗ. Пурте мар, ытларах енӗпе Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтне сӑнласа кӑтартакан юмах-халап.
Ӑслӑлӑх кӑларӑмӗсенче ку кӗнеке илемлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать — кашни юмах, кашни халап ҫӑмӑллӑн вуланать. Унсӑр пуҫне Иван Яковлевич сахал мар юрӑпа, чылай сӑвӑпа усӑ курнӑ — вӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫа туллин кӑтартма пулӑшаҫҫӗ, вуланӑ май чӑн та ҫав тапхӑра лекнӗн туллин сӑнласа параҫҫӗ. Кӗнекене П. Сергеев художник илемлетнӗ.
Туянас шутлисем ӑна «СУМ» лавккара илме пултараҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнеке пичетленсе тухмалла. Ӑна Иван Яковлевич Тенюшев ҫыравҫӑ 90 ҫул (1923) тултарнӑ май кӑлараҫҫӗ.
«Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнекене чӑваш халӑхӗн халапӗсем кӗнӗ. Хайлавсен йышӗ Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче Шупашкара епле никӗслени ҫинчен каласа панипе пуҫланать. Халапсенче паттӑрсен шутӗнче улӑпсем ҫеҫ мар, ахаль халӑх та хӑйсен ӗҫӗпе паттӑррӑн курӑнать.
Тенюшев Иван Яковлевич 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ.
Йӗпреҫ район хаҫчӗн, ҫӑвӑн пекех «Вучах», «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче те, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ вырӑнӗнче те тӑрӑшнӑ.
Литература ӗҫне 1958 ҫулта кӳленнӗ — калавсем, илемлӗ очерксем, роман ҫырма пуҫланӑ. Вырӑс ҫыравҫисен кӗнекисене куҫарнипе те паллӑ вӑл — Л.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |